Танлаштармăп (I won't compare) by Tарай published on 2013-06-17T22:32:56Z Танлаштармăп Акăш пек тееç сана: Акăш сарă кĕркунне Ăсанать кăнтăр енне. Шăпчăк пек тееç сана: Юрламасть кĕр енне Шăпчăк капăр юррине. Танлаштармăп нимĕнпе, Улăштармăп нимĕнпе – Çывăх эсĕ яланах. Тирек пек тееç сана: Тăкăнаççĕ вĕл вĕçсе, Çулçисем ун кĕр çитсен. Уйăх пек тееç сана: Çухатать ир енне Уйăх сивĕ çутине. Танлаштармăп нимĕнпе, Улăштармăп нимĕнпе – Çывăх эсĕ яланах. Нестор Янкас, 1940 Genre Folk/Pop